Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тюмен те ҫывӑхланать

Тюмень облаҫӗ Раҫҫейри чи пысӑк субъектсенчен пӗри. Унта 125 тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Пӗтӗмӗшле йыш - 3,1 миллион ҫын. Вырӑссем — чи нумаййисем /2,2 миллион/, унтан — украинсем, тутарсем, белоруссем, пушкӑртсем. Чӑвашсем те сахал мар - 31 пин ҫын.

Мӗнле майпа лекнӗ-ха кунти тӑрӑха пирӗн йӑхташӑмӑрсем? Сӑлтавӗсем те, тапхӑрӗсем те тӗрлӗ пулнӑ.
Чи малтанах — XVI ӗмӗр вӗҫӗпе XIX ӗмӗрӗн виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗнче — чӑвашсем Ҫӗпӗре хӑйсем тӗллӗн тухса кайнӑ теҫҫӗ. Ун хыҫҫӑнхи тапхӑрта /1905 ҫулччен/ ҫӗн ҫӗре каякансемпе ӗҫлекен комитет та витӗм кӳнӗ. Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ, ҫурҫӗр пайӗсенче халӑх йышӗ уйрӑмах пысӑкки, ҫӗр ҫитменни ентешӗмӗрсене инҫе ҫула тухма хистенӗ.
Ун хыҫҫӑн та чӑвашсем Ҫӗпӗрелле ӑнтӑласси лӑпланман. Д.Коровушкин ӑсчах "Чуваши Западной Сибири" кӗнекере палӑртнӑ тарах, 1897-1926 ҫулсенче Хӗвел анӑҫ Ҫӗпӗре 19217 чӑваш пурӑнма куҫнӑ. Совет влаҫӗн ҫулӗсенче те ҫак юхӑм малалла пынӑ. Сӑмах май, ҫак йӗркесен авторӗ 1992 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти "Янаш" юрӑ-ташӑ халӑх ансамблӗпе инҫетри тусӑмӑрсем патне ҫитсе килнӗччӗ. Ун чухне чат чӑвашсем кӑна пурӑнакан темиҫе ялта пулса курнӑччӗ. Вӗсенчен пӗри — Анат Тавда районӗнчи Канаш ялӗ. Унта пурӑнакан ватӑсем каласа панӑ тӑрӑх, яла иртнӗ ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсенче Чӑваш Енрен куҫса пынӑ ентешӗмӗрсем никӗсленӗ иккен. Тепӗр ял — Ярково районӗнчи Дубровное. Унта вара чӑвашсем шӑпах ҫур ӗмӗр каялла Шӑмӑршӑ районӗнчен куҫса кайнӑ. Ҫак районти Ҫӗнӗ Александровкӑра вара пирӗн йӑхташӑмӑрсем чылай маларах тӗпленнине пӗлтӗмӗр.
Тюмень хутлӑхне иккӗмӗш тӑван ҫӗршыв тесе йышӑнакан ентешсене облаҫри "Чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗ" общество организацийӗ пӗтӗҫтерет. Вӑл 1991 ҫулта
чӑмӑртаннӑ. Иртнӗ ҫулхи кӗркунне шӑпах унӑн 15 ҫулти юбилейне паллӑ турӗҫ.
"Тӑванӑн" малтанхи президенчӗсенчен пӗри - А.Фадеев. Алексей Егорович ертсе пыракан ушкӑн Чӑваш Ене те килсе кайнӑччӗ. 1993 ҫулта Чӑваш Республикипе Тюмень облаҫӗ экономика, суту-илӳ енӗпе ҫыхӑну тытса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ. Тепӗр икӗ ҫултан ҫакнашкал ҫыхӑнӑва культура тытӑмӗнче те ҫирӗплетрӗҫ. Ҫавна май районсем те тӑванлашма пуҫларӗҫ. Ярково районӗпе — Чӑваш Енри Канаш районӗ, Анат Тавдапа - Красноармейски районӗ.
"Янаш" ансамбль хыҫҫӑн ыттисем те Ҫӗпӗр ҫӗрне ҫитсе курчӗҫ. Сӑмахран, академи хор капелли, уйрӑм артистсем унти пысӑк йышпа тӗпленсе пурӑнакан ял, хула ҫыннисене тӑван юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ.
Анатолий Архипов "Тӑван" тилхепине тӑхӑр ҫул ҫирӗп те шанчӑклӑ тытса пычӗ. Тюмень чӑвашӗсемшӗн ҫеҫ мар, кунтисемшӗн те Анатолий Иванович ҫывӑх юлташ вырӑнӗнче. Вӑл ҫине тӑнипе ассоциаци чылай малалла вӑй илчӗ: хор, ташӑ коллективӗсем йӗркеленчӗҫ, Тюменьри тата районсенчи вырсарни шкулӗсем илемлӗ, ача-пӑча, ӑслӑлӑх литературипе пуянланчӗҫ. "Тӑван" хаҫат кун ҫути курма пуҫларӗ.
Облаҫре хальхи вӑхӑтра фольклор ушкӑнӗсем 20 яхӑн. Анат Тавдари "Йӑмра", Канашри "Тантӑш", Тюменьри "Тӑван", Колесниково ялӗнчи "Чечек", ыттисем ҫулленех ҫӗр ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн ирттерекен Акатуйра тата ассоциаци йӗркелекен вун-вун мероприятире пуҫарулӑх кӑтартаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра ассоциацие В.Логинов ертсе пырать. Владимир Николаевич пысӑк, сумлӑ строительство организацией ертӳҫи ҫеҫ мар, Тюмень облаҫӗн саккунсем кӑларакан органӗн депутачӗ те. Иртнӗ ҫул унти чӑвашлӑх ӗҫӗсене туса пыма бюджетран 1 миллион та 200 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ пулнӑ. Кӑҫал тата 500 пин тенкӗ ытларах пама шантарнӑ.
Ҫапларах пурӑнаҫҫӗ ентешӗмӗрсем Тюмень тӑрӑхӗнче.

Надежда Смирнова
«Хыпар», 2007, пуш, 28
>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-08-19 21:59:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3239 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем